Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе.

Сайт пирки

Эсир халĕ Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн сайтĕнче. Унăн тивĕçĕ — Комисси ĕçĕпе, вăл хатĕрлекен тата йышăнакан ĕçлĕ хутсемпе паллаштарасси.

Сайта хатĕрлекенсем:

  • Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
  • Плотников Николай Алексеевич (Chuvash.Org сайтăн тĕп администраторĕ)
  • Дегтярёв Геннадий Анатольевич (пĕрлехи комиссин яваплă секретарĕ)
  • Хусанкай Атнер Петрович (ЧПГĂИн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ)

 

Ку сайта 2009 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче хута янă.