Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе.

Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн йĕрки-шывĕ

1. Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕ (малалла – Комисси) Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаçăн чăваш чĕлхине малалла аталантарас тата лайăхлатса пырас ыйтусене татса памашкăн пĕрле килĕштерсе ĕçлемелли орган шутланать.
2. Комисси хăйĕн ĕçĕ-хĕлне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2004 çулхи чÿкĕн 22-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн килĕштерÿ тата канашлу органĕсен йĕрки-шывне çирĕплетесси çинчен» Постановленийĕпе, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин вăйра тăракан саккунĕсемпе, çавăн пекех Комиссин çак йĕрки-шывĕпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пырать.
3. Комисси çак тĕллевсене тĕпе хурать:
3.1. Чăваш чĕлхи аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе çыхăннă информацие пухса тишкересси тата пĕтемлетÿсем тăвасси;
3.2. Чăваш чĕлхин литература нормисене пăхса тухса çирĕплетесси;
3.3. Патшалăх влаçне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тата тĕрлĕ организацисене чăваш чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе килĕшÿллĕ те тухăçлă ĕçлеме пулăшасси.
4. Палăртнă тĕллевсене пурнăçламашкăн Комисси тĕрлĕ енлĕ ĕç туса пырать:
4.1. Çак тĕлĕшпе сĕнÿсем хатĕрлет:
4.1.1. Чăваш чĕлхине упрас, тĕпчес тата аталантарасси, калаçупа çыру пуплевĕн культурине ÿстересси;
4.1.2. Чăваш Республикин чĕлхесем çинчен калакан саккунне пурнăçа кĕртесси;
4.1.3. Хăйсен ĕçĕнче чăваш чĕлхипе тÿреммĕнех усă куракан специалистсене вĕрентсе хатĕрлессине лайăхлатас ыйтусем.
4.2. Масăллă информаци хатĕрĕсем урлă халăха чăваш чĕлхи пирки ытларах пĕлме пулăшать.
5. Комиссин çакăн пек тума ирĕк пур:
5.1. Патшалăх влаçĕнчен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен тата тĕрлĕ организацирен Комисси ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă информацие тата материалсене çирĕпленнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн ыйтса илме пултарать.
5.2. Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçĕнче, çавăн пекех патшалăх влаçĕн саккун кăларакан органĕнче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче, халăх пĕрлешĕвĕсенче, ăслăлăх йĕркеленĕвĕсенче тата ытти йышши организацисенче ĕçлекенсене канашлакан сасăпа тивĕçтерсе Комисси ĕçне явăçтарма пултарать.
5.3. Материалсене хăвăрт тата пысăк пахалăхпа хатĕрлеме Комисси хăйĕн йышăнăвĕпе президим тата ĕç ушкăнĕсем йĕркелеме пултарать.
5.4. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ йышăнăвĕпе татса памалли ыйтусем тупăнсан Комисси тивĕçлĕ сĕнÿсем хатĕрлеме пултарать.
6. Комисси йышне председатель, унăн çумĕ, яваплă секретарь тата Комисси членĕсем кĕреççĕ, вĕсем хăйсен ĕçне обществăллă майпа туса пыраççĕ. Комисси йышне Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви тата Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министерстви пĕрлехи хушупа çирĕплетеççĕ.
7. Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Комисси председателĕ шутланать.
8. Комисси ларăвĕсене кирлĕ чухлĕ ирттереççĕ, анчах çулталăкра иккĕрен кая ирттермеççĕ. Комисси пайташĕсен çурри ытларах пухăнсан лару тулли праваллă шутланать.
9. Ларăва пухăннă пайташсенчен ытларахăшĕ майлă сасăласан Комисси йышăнăвĕ саккунлă шутланать. Комисси ларăвĕн йышăнăвĕсене протоколта çырса хураççĕ, ăна председатель, е ларăва ертсе пынă унăн çумĕ, тата яваплă секретарь алă пусса çирĕплетеççĕ. Комиссин хăйĕн тивĕçлĕхĕнчен тухмасăр тунă йышăнăвĕсене Чăваш Республикин çак Комисси йышĕпе çыхăннă ĕç тăвакан органсем пурте пурнăçлама тивĕç.
10. Комисси ларăвĕсене хатĕрлесе ирттересси тата йышăнусем пурнăçа кĕнине тĕрĕслесси Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин тата Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министерствин тивĕçĕ шутланать.
11. Комисси хăйĕн ĕçĕ-хĕлне регламента тата ĕç планне тĕпе хурса туса пырать, вĕсене Комисси ларăвĕнче йышăннă хыççăн председатель алă пусса çирĕплетет.