Чувашский язык — единственный живой язык булгарской группы тюркских языков.

Пĕрлехи чĕлхе комиссийĕн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕл планĕ

1-мĕш хушăм
çу уйăхĕн 16-мĕшĕ

1-мĕш лару (çу уйăхĕн 16-мĕшĕ).

1. Чĕлхе комиссийĕн 2014 çулхи ĕç планне çирĕплетесси (явапли –Исаев Ю.Н.).
2. Пĕтĕмĕшле чăваш диктантне йĕркелесе ирттернине пĕтĕмлетесси тата малашлăх валли сĕнÿсем хатĕрлесси (явапли – Дегтярёв Г.А.).
3. Орфографипе çыхăннă хирĕçÿлĕхрен хăтăлмалли çул-йĕре палăртасси (явапли – Исаев Ю.Н.).
4. Г.И. Федоров хатĕрленĕ «Чăваш фразеологийĕн ăнлантару словарĕн» ал çырăвне сÿтсе явса пичете сĕнесси (явапли – Кузнецов А.В.).
5. Тĕрлĕрен.

2-мĕш лару (юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ).

1. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен – Шупашкар хулин тата Патăрьел районĕн – администрацийĕсем Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккунне мĕнле пурнăçласа пыни пирки (яваплисем – Исаев Ю.Н., Егорова А.С.).
2. Географи объекчĕсен ячĕсене тата çул-йĕр кăтартмăшĕсене «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккун хушнă пек икĕ чĕлхепе çырассине йĕркелесси пирки (яваплисем – Исаев Ю.Н., Краснов П.С.).
3. Чăваш халăх сайтне йĕркеленĕренпе 10 çул çитнине халалласа «Интернетри чăваш чĕлхи» ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ ирттересси пирки (яваплисем – Дегтярёв Г.А., Кузнецов А.В.).
4. Тĕрлĕрен.