Чувашский язык — единственный живой язык булгарской группы тюркских языков.

Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн 2014 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнчи лару протоколĕ

Шупашкар хули
2014 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕ 1 №
Ертсе пыраканĕ (Комисси председателĕ):
Исаев Юрий Николаевич – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ
Ларăва хутшăннисем
Комисси пайташĕсем Андреева Е.А., Виноградов Ю.М., Дегтярёв Г.А., Денисова Т.В., Егорова А.С., Иванова А. М., Казаков С. Д., Кузнецов А.В., Леонтьев А.П., Николаева Т. В., Павлов С.Л., Плотников Н.А., Соловьева Г. П., Степанов В. В., Яковлев П. Я.;

Петров Л. П. (Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх секретарĕ)
Хутшăнманнисем Алексеев В.Н., Желтов П. В., Краснов П.С. (шута хумалли сăлтавпа), Семенова Г.Н. (шута хумалли сăлтавпа), Тургай О.Н. (шута хумалли сăлтавпа), Фомин Э. В. (шута хумалли сăлтавпа), Хузангай А.П. (шута хумалли сăлтавпа)

1. Чĕлхе комиссийĕн 2014 çулхи ĕç-хĕл планне çирĕплетесси
(Исаев Ю. Н., Егорова А.С., Дегтярёв Г.А., Николаева Т. В.)

1.1. Чĕлхе комиссийĕн 2014 çулхи ĕç-хĕл планне çирĕплетес (1-мĕш хушăм).
1.2. 2014 çулхи ĕç-хĕл планне Комиссин сайтĕнче вырнаçтарас.

2. Пĕтĕм чăваш диктантне йĕркелесе ирттернине пĕтĕмлетесси тата малашлăх валли сĕнÿсем хатĕрлесси
(Исаев Ю. Н., Дегтярёв Г.А., Иванова А. М., Петров Л.П., Соловьева Г. П., Леонтьев А.П.)

2.1. Çитес çул Пĕтĕм чăваш диктанчĕн текстне ятарлă конкурс ирттерсе суйласа илес.
2.2. Республикăри районсенче тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта диктант çырассине тата тĕрĕслессине йĕркелеме вĕренÿ управленийĕсене тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕсене хутшăнтарас.
2.3. Комиссин çитес ларăвĕ тĕлне Пĕтĕм чăваш диктанчĕн ятарлă сайтне йĕркелес.

3. Орфографипе çыхăннă хирĕçÿлĕхрен хăтăлмалли çул-йĕре палăртасси
(Исаев Ю. Н., Яковлев П. Я., Виноградов Ю.М., Павлов С.Л., Казаков С. Д., Леонтьев А.П., Андреева Е.А.)

3.1. Чĕлхеçĕсен ушкăнĕ Чăваш Республикин патшалăх органĕсене янă çырăва пĕтĕмĕшле ырлас (2-мĕш хушăм).
3.2. Орфографи ыйтăвне пур енлĕн тишкерме Комисси çумĕнче ĕçлев ушкăнĕ йĕркелес, ун ĕçне кивĕ орфографи майлă тĕпчевçĕсене те явăçтарас.
3.3. Орфографипе çыхăннă хирĕçÿлĕхрен хăтăлма Комиссин çитес ларăвĕ тĕлне мероприятисен ятарлă планне хатĕрлес.

4. Г.И. Федоров профессор хатĕрленĕ «Чăваш фразеологийĕн ăнлантару словарĕн» ал çырăвне сÿтсе явса пичете сĕнесси
(Исаев Ю. Н., Кузнецов А.В., Денисова Т.В., Леонтьев А.П., Виноградов Ю.М.)

4.1. Г.И. Федоров хатĕрленĕ «Чăваш фразеологийĕн ăнлантару словарĕн» ал çырăвне ырласа пичете сĕнес.
4.2. Ку словаре пичетлесе кăларма Чăваш Республикинчи Гуманитари ăслăлăхне аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен канашран пулăшу ыйтас.