Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе.

Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн 2012 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнчи лару протоколĕ

Шупашкар хули
2012 çулхи раштавăн 14-мĕшĕ 2 №
Ертсе пыраканĕ:
Иванов Владимир Николаевич – Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ
Ларăва хутшăннисем
Комисси пайташĕсем Казакова Т.В., Алексеев В.Н., Андреева Е.А., Денисова Т.В., Виноградов Ю.М., Дегтярёв Г.А., Егорова А.С., Исаев Ю.Н., Краснов П.С., Кузнецов А.В., Павлов С.Л., Плотников Н.А., Тургай О.Н., Ядранская И.В.
Хутшăнманнисем Егоров Н.И., Семенова Г.Н., Скворцов М.И., Хузангай А.П. (шута хумалли сăлтавпа)

1. Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккунне культура учрежденийĕсенче пурнăçласа пырасси пирки
(Иванов, Казакова, Исаев, Плотников, Соловьева)

1.1. Т.В. Казакова каласа панине шута илес (1-мĕш хушăм).
1.2. Чăваш Республикин культура министерствин Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ пичетлесе кăларнă кĕнекесем пирки (вĕсен ятне-йышне кăтартнă) муниципаллă библиотекăсене информаци çитермелле, бюджета кĕмен укçа-тенкĕпе çав кăларăмсене туянма сĕнмелле.
1.3. Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккунне пурнăçа кĕртсе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен культура учрежденийĕсен ячĕсене Чăваш Республикин икĕ чĕлхипе те çырса хумалла.
1.4. Культура учрежденийĕсен кулленхи ĕç-хĕлĕнче тата учреждени сайчĕсене, кĕнеке куравĕсене, стенд-баннер таврашне хатĕрленĕ чухне чăваш чĕлхипе ытларах усă курма тăрăшмалла.
1.5. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккунне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ятарлă ĕç-хĕл палăртмалла, унăн планне çирĕплетмелле.
1.6. Çак сĕнÿсене Комиссин сайтĕнче вырнаçтармалла.

2. Культура учрежденийĕсен чăвашла ячĕсене çирĕплетесси пирки
(Иванов, Дегтярёв, Леонтьев)

2.1. Культура учрежденийĕсен пăхса тухнă чăвашла ячĕсене тĕслĕх вырăнне çирĕплетес (2-мĕш хушăм).
2.2. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ларура çирĕплетнĕ ятсен йышне Комисси сайтĕнче вырнаçтармалла.

3. Хальхи чăваш орфографийĕн çивĕч ыйтăвĕсем пирки
( Иванов, Павлов, Виноградов, Исаев, Леонтьев)

3.1. «Тăван Атăл» журналта 2012 çулта чăваш орфографийĕн тавлашуллă ыйтăвĕсене сÿтсе явни çинчен С.Л. Павлов каласа панине шута илес (3-мĕш хушăм).
3.2. Чăваш кĕнеке издательствин вĕренÿ кĕнекисене хатĕрлесе кăларнă чухне хальхи орфографи йĕркине çирĕп пăхăнмалла.
3.3. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн хальхи чăваш орфографийĕн уйрăмах çивĕч ыйтăвĕсене пăхса тухма 2013 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕсемпе семинар ирттермелле.
3.4. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн 2013 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕччен хальхи чăваш орфографийĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явма «çавра сĕтел» ирттермелле.

4. Тĕрлĕрен (Иванов, Павлов, Виноградов, Исаев, Леонтьев)

4.1. Чăваш çыравçисен пăхса тухнă псевдонимĕсене çирĕплетес (4-мĕш хушăм).
4.2. Хисеплĕ ятсен чăвашла варианчĕсене Комисси пайташĕсен тĕплĕнрех тишкерме тухмалла.
4.3. Комиссин яваплă секретарĕн Г.А. Дегтярёвăн 2013 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕччен Комисси пайташĕсемпе канашласа Раççей Федерецийĕн тата Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсене çирĕплетмелле.
4.4. Çирĕплетнĕ ятсен йышне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн 2013 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен Комисси сайтĕнче вырнаçтармалла.