Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе.

Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн 2011 çулхи чÿкĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ лару протоколĕ

Шупашкар хули
2011 çулхи чÿкĕн 10-мĕшĕ 1№
Ертсе пыраканĕ:
Иванов Владимир Николаевич – Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ
Ларăва хутшăннă
Комисси пайташĕсем Казакова Т.В., Андреев В.В., Андреева Е.А., Виноградов Ю.М., Дегтярёв Г.А., Денисова Т.В., Леонтьев А.П., Павлов С.Л., Платонова Г.Е., Скворцов М.И., Соловьева Г.П., Тургай О.Н., Хузангай А.П., Ядранская И.В.
Чĕннипе килнисем Афанасьева Е.Р., Егорова А.С., Кириллова И.Ю.

1. «Хыпар» хаçат редакцийĕ сĕннĕ çĕнĕ сăмахсемпе терминсене пăхса тухса çирĕплетес ыйту
(Иванов, Леонтьев)

1.1. «Хыпар» хаçат сĕннĕ çĕнĕ сăмахсемпе терминсен тÿрлетнĕ йышне çирĕплетес (1№ хушăм).
1.2. Республика тата район хаçат-журнал редакцийĕсене Комисси çирĕплетнĕ сăмахсемпе терминсен йышне пичетлеме сĕнес.
1.3. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн çирĕплетнĕ сăмахсемпе терминсен йышне Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн сайтĕнче вырнаçтармалла.

2. Вĕренÿ учрежденийĕсен чăвашла ячĕсене çирĕплетесси
(Петрова, Метин)

2.1. Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн (малалла — Комисси) пайташĕсене вĕренÿ учрежденийĕсен чăвашла ячĕсемпе тĕплĕнрех паллашма сĕнес.
2.2. Халăхран килнĕ сĕнÿсене шута илес.
2.3. Комиссин яваплă секретарĕн Г.А. Дегтярёвăн Комисси пайташĕсемпе çыхăнса 2011 çулхи раштавăн 1-мĕшĕччен вĕренÿ учрежденийĕсен чăвашла ячĕсен йышне çирĕплетмелле.
2.4. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Комисси çирĕплетнĕ ятсен йышне Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн сайтĕнче 2011 çулхи раштавăн 5-мĕшĕччен вырнаçтармалла.

3. Тĕрлĕрен

3.1. Çитес ларура çак ыйтусене пăхса тухас:
1) культура тата сывлăх сыхлав учрежденийĕсен чăвашла ячĕсене çирĕплетесси;
2) Чăваш çыравçисен псевдонимĕсене тĕрĕс çырас ыйту.