Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе.

Пĕрлехи чĕлхе комиссийĕн 2011 çулхи чÿкĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ лару протоколĕн 1№-лĕ хушăмĕ

Пĕрлехи чĕлхе комиссийĕн
2011 çулхи чÿкĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ лару протоколĕн 1№-лĕ хушăмĕ

Çирĕплетнĕ сăмахсемпе терминсем

Библиотека — библиотека, вулавăш
Биополе — биоуй
Больница — сыватăш, больница
Будильник — вăраткăç, будильник
Верстальщик — калăплавçă
Вентилятор — вĕркĕç, вентилятор
Ветромер — çил виçен
Водокачка — шыв уçлан
Водоотвод — шыв сирен
Водопровод — шыв кÿрен
Водохранилище — шыв управĕ, шыв упрамĕ
Воспитание — сăпарлав, сапăрлату
Воспитанность — сапăрлăх
Вратарь — хапхаçă
Газонокосилка — çерем çулан
Гвоздодер — пăта кăлармалли, пăтакăларан
Громоотвод — çиçĕм сирен
Детский сад — ача сачĕ, ача пахчи
Дискотека — ташă каçĕ, дискотека
Зажигалка — чĕрткĕç, чакма
Зернохранилище — тырă управĕ, тырă упрамĕ
Интерактивная доска — интерактив хăми
Коллега — ĕçтеш
Косилка — утă çулан
Ластик — хуратмалли, хураткăç
Лейка — лейка, шăваркăç
Лесовод — вăрман ăсти
Лесник — вăрманçă
Лесопитомник — вăрман хунавлăхĕ, вăрман питомникĕ
Лохотрон — ухмах сутти
Мастерская — ĕç пÿлĕмĕ, ăсталăх лаççи
Мороженое — пылак пăр
Холодильник — сив(ĕ)тĕш, сивĕ шкапĕ
Морозильник — шăнтăш, пăр арчи
Овощехранилище — пахча çимĕç упрамĕ
Обогреватель — ăшăткăç, ăшă хатĕрĕ
Погрузчик — тиевçĕ
Поилка — ĕçтеркĕç, шăваркăç
Поплавок — путăш, хулкка
Прошлое — иртни, иртнĕлĕх
Рекламный щит — реклама хăми
Рифма — састаш
Руководство — ертÿлĕх
Собеседник — калаçташ, сăмахташ
Словарь — словарь, сăмахсар, сăмах кĕнеки
Спальня — çывăрмалли пÿлĕм
Столовая — апатлану пÿлĕмĕ; апатлану çурчĕ
Счетчик — шутлавçă
Табло — хыпар хăми
Телефон сотовый — кĕсье телефонĕ, карас телефонĕ
Телохранитель — сыхлавçă, сыхчă
Терка — вĕтеткĕç
Уборщица — тирпейçĕ
Указатель — кăтартмăш
Хобби — иленÿ, чун туртăмĕ