Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе.

Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн лару протоколĕ

Шупашкар хули
2010 çулхи раштавăн 9-мĕшĕ 2№
Ертсе пыраканĕ:
Петрова Светлана Владимировна – Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ
Ларăва хутшăннă
Комисси пайташĕсем Андреева Е.А., Виноградов Ю.М., Дегтярёв Г.А., Денисова Т.В., Скворцов М.И., Соловьева Г.П., Хузангай А.П., Ядранская И.В.
Чĕннипе килнисем Метин П.Н., Кузнецов А.В., Исаев Ю.Н., Иванова А.М.

1. «Православи культурин никĕсĕ» вĕренÿ кĕнекинчи тĕп терминсене йĕркелес ыйту
(Петрова, Дегтярёв)

1.1. «Православи культурин никĕсĕ» вĕренÿ курсĕнче усă курмалли чăваш терминсене çирĕплетес (1№ хушăм).
1.2. «Халăх шкулĕ» журнал редакцине çирĕплетнĕ списока пичетлеме сĕнес.
1.3. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн сайтĕнче çирĕплетнĕ терминсен списокне вырнаçтармалла.
1.4. Чăваш Енĕн вĕренӳ министерстви районсемпе хуласенчи вĕренӳ тытăмĕнчи органĕсене çирĕплетнĕ списока шкулсене çитерме ярса памалла.

2. Чăваш литературине вĕренмелли учебниксемпе вĕренӳ пособийĕнче усă курмалли терминсене çирĕплетесси
(Петрова, Метин)

2.1. Чăваш литературине вĕренмелли учебниксемпе вĕренӳ пособийĕнче усă курмалли филологи терминĕсен списокне çирĕплетес (2№ хушăм).
2.2. «Халăх шкулĕ» журнал редакцине çирĕплетнĕ филологи терминĕсен списокне пичетлеме сĕнес.
2.3. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн сайтĕнче чăваш литературине вĕренмелли учебниксемпе вĕренӳ пособийĕнче усă курмалли филологи терминĕсен çирĕплетнĕ списокне вырнаçтармалла.
2.4. Чăваш Енĕн вĕренӳ министерстви çирĕплетнĕ списока ĕçре усă курма «И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ» ФПВУ ВПО-на, «И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ» ПВУ ВПО-на, «Чăваш республикин вĕренӳ институчĕ» ПВУ-на ямалла.

3. Тĕрлĕрен
(Петрова)

3.1. Комиссийĕн 2011 çулхи ĕç планне (3№ хушăм) тата яваплисене çирĕплетес.