Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе.

Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн лару протоколĕ

Шупашкар хули
2010 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕ 1№
Ертсе пыраканĕ:
Чернова Галина Петровна – Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ
Ларăва хутшăннă
Комисси пайташĕсем Казакова Т.В., Андреева Е.А., Виноградов Ю.М., Дегтярёв Г.А., Денисова Т.В., Леонтьев А.П., Павлов С.Л., Платонова Г.Е., Скворцов М.И., Соловьева Г.П., Тургай О.Н., Хузангай А.П., Ядранская И.В.
Чĕннипе килнисем Метин П.Н., Кузнецов А.В.

1. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен урам тата транспорт чарăнăвĕн чăвашла ячĕсене çирĕплетесси.
(Чернова, Дегтярёв)

1.1. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен урам тата транспорт чарăнăвĕн чăвашла ячĕсен çак йышне çирĕплетес (1№-лĕ хушăм).
1.2. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсене урам тата транспорт чарăнăвĕн чăвашла ячĕсене йышăннă пек тÿрлетсе тухма сĕнес.
1.3. Муниципалитет пĕрлĕхĕсен администрацийĕсене Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен урам тата транспорт чарăнăвĕн чăвашла куçарăвĕн йĕрки-шывне шута илсе тивĕçлĕ куçару тума сĕнес.
1.4. Республика хаçат-журнал редакцийĕсене Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен урам тата транспорт чарăнăвĕн çирĕплетнĕ ячĕсен йышне пичетлеме сĕнес.
1.5. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен урам тата транспорт чарăнăвĕн çирĕплетĕ ячĕсен йышне Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн сайтĕнче вырнаçтармалла.

2. Чăваш чĕлхин вĕренÿ кĕнекисенче усă куракан филологи терминĕсене çирĕплетесси
(Чернова, Виноградов, Метин)

2.1. Чăваш чĕлхин вĕренÿ кĕнекисенче усă куракан çак филологи терминĕсене çирĕплетес (2№-лĕ хушăм).
2.2. «Халăх шкулĕ» журнал редакцине çирĕплетнĕ филологи терминĕсене пичетлеме сĕнес.
2.3. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чăваш чĕлхин вĕренÿ кĕнекисенче усă куракан филологи терминĕсен йышне Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн сайтĕнче вырнаçтармалла.

3. Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн сайчĕ пирки
(Чернова, Дегтярёв)

3.1. Дегтярёв Г.А. Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн сайчĕ пирки пĕлтернĕ информацие шута илес.
3.2. Районпа хула пуçлăхĕсем тата обществăллă организаци ертÿçисем патне Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн сайчĕ пирки информаци çитерес.

4. Ытти ыйтусем

4.1. Комиссин 2010 çулăн иккĕмĕш çурçуллăхĕнчи ĕç планне (3№-лĕ хушăм) çирĕплетес тата яваплисене палăртас.
4.2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи çурла уйăхĕн 31 –мĕшĕнчи 217 №-лĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿ министерствин чăвашла ятне „Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви” тесе çирĕплетес.
4.3. Учрежденисене, организацисене тата массăллă информаци хатĕрĕсене вĕренÿ министерствин çирĕплетнĕ ячĕпе усă курма сĕнес.