Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе.

900 / 01-07 / 180 хушу


Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви
 
Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министерстви
ХУШУ
____29.05.09 №__900 / 01-07/180
Шупашкар хули  

г. Чебоксары

Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕ пирки

    Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин культурăн, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министерствин 2005 çулхи авăнăн 22-мĕшĕнчи пĕрлехи 01-07 / 305 / 701 приказĕпе килĕшÿллĕн туса хунă Чăваш чĕлхи нормисене йĕркелекен пĕрлехи комиссин полномочийĕсене анлăлатас, чăваш чĕлхине малалла аталантарас, литература чĕлхин нормисене çирĕплетес, Чăваш Республикин “Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен” саккунне пурнăçа кĕртмелли мероприятисене палăртас тĕллевпе çакăн пек хушатпăр:
    1. Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин культурăн, национальноçсен ĕçĕсен, информаци полтикипе архив ĕçĕн министерствин 2005 çулхи авăнăн 22-мĕшĕнчи пĕрлехи 01-07 / 305 / 701 хушăвне улшăнусем кĕртес.
    2. Чăваш чĕлхи нормисене йĕркелекен пĕрлехи комисси ятне Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕ (малалла – Комисси) тесе улăштарас.
    3. Çакна çирĕплетес:
    3.1. Комисси йĕрки-шывне (1-мĕш хушăм).
    3.2. Комисси йышне (2-мĕш хушăм).
    4. Çак хушу пурнăçланнине тĕрĕслесе тăма Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумне С.В.Петровăна тата Чăваш Республикин культурăн, национальноçсен ĕçĕсен, информаци полтикипе архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумне В.С.Бондарева хушас.

Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ   Чăваш Республикин культурăн, национальноçсен ĕçĕсен, информаци полтикипе архив ĕçĕн министрĕ
Г.П.Чернова   Р.М.Лизакова