Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе.

Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕ ларăвĕн протоколĕ

Шупашкар хули
2009 çулхи пушăн 12-мĕшĕ 1№
Председателĕ:
Чернова Галина Петровна – Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ
Хутшăнакансем
Комисси пайташĕсем Краснов М.Н., Дегтярёв Г.А., Андреева Е.А., Денисова Т.В., Абрамов В.А., Виноградов Ю.М., Леонтьев А.П., Андреев В.В., Соловьева Г.П., Хузангай А.П., Егоров Н.И.
Йыхравпа килнисем Плотников Н.А., Андреев В.Ю., Алексеев И.В.

1. Чăваш чĕлхи нормисене йĕркелекен пĕрлехи комиссин ятне „Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕ” тесе улăштарас ыйтăва пăхса тухни, Комиссин çĕнĕ йышĕпе йĕрки-шывне çирĕплетни. Комисси президиумне йĕркелени.
(Чернова, Хусанкай)

1.1. „Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕ” ята, çĕнĕ йыша (хушса панă) тата йĕрки-шывне (хушса панă) çирĕплетес.
1.2. Комисси президиумне çаксенчен йĕркелес:

  • Чернова Галина Петровна – Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ (председатель)
  • Дегтярёв Геннадий Анатольевич – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн ăслăлăхăн ертсе пыракан ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (яваплă секретарь)
  • Абрамов Валентин Александрович – Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ
  • Андреев Валерий Васильевич – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе хĕвел тухăç пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ
  • Андреева Евдокия Александровна – И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕн деканĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ
  • Виноградов Юрий Михайлович – Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин пуçлăхĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ
  • Хусанкай Атнер Петрович – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ
  • Ядранская Инесса Владимировна – Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политики министерствин пĕтĕмĕшле пĕлÿ аталанăвĕ пайĕн тĕп специалисчĕ-эксперчĕ

1.3. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне (Григорьев В.С.) Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн сайтне тума сĕнес.
2. Чăваш графикине шута илекен электронлă шрифтсене палăртни.
(Чернова, Дегтярёв, Хусанкай, Виноградов, Леонтьев, Плотников, Алексеев, Андреев В.Ю.)

2.1. Информаципе коммуникаци технологийĕнче чăвашла пĕрешкел шрифтсемпе усă курма пуçламалли пирки каланине шута илес.
2.2. Чăваш чĕлхин шрифчĕсене пĕрпеклетнĕ чухне эксперт ушкăнне Юникодăн пĕтĕм тĕнчери пĕрпеклетнĕ стандартне кĕрекен çак символсемпе усă курма сĕнес (скобкăра – вĕсен кочĕсем):
- ă (U+0103)
- Ă (U+0102)
- ĕ (U+0115)
- Ĕ (U+0114)
- ç (U+00E7)
- Ç (U+00E7)
- ÿ (U+00FF)
- Ϋ (U+0178)
2.3. Комиссин 2-мĕш ларăвĕ тĕлне клавиатурăн калăпне (раскладкине) хатĕрлесе çитерес, ирĕклĕн уçласа илме тата усă курмашкăн ăна Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн сайтĕнче тивĕçлĕ ăнлантарупа вырнаçтарас.

3. Комиссин 2009 çулхи ĕç планне çирĕплетни
(Чернова, Андреева, Абрамов, Виноградов, Дегтярёв, Андреев В.В.)

3.1. Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн ĕç планне çирĕплетес (хушса панă).