Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе.

Чăваш сарăмне лартасси

Тумпалли

Тĕллеве палăртатпăр
Уçласа илĕр
Сарăма лартатпăр
Сарăма пăрахăçласси
Сарăмпа усă курса чăвашла çырмалли йĕрке
Ыйту-хурав
Асăрхавсем

Тĕллеве палăртатпăр

Ку страницăна уçрăр пулсан — сирĕн чăвашла çырма кăмăл пур; эсир çырни ыттисене ăнланмалла пуласса шанатăр. Кунта ăнлантарса панă мел чылай программăра1 чăвашла çырма май парать.

Уçласа илĕр

Чи малтан сирĕн чăваш сарăмне (раскладкине) уçласа илмелле. Вăл çакăнта вырнаçнă: setup_cv.exe (285.47 KB) /енчен те сирĕн 64 битлă Windows пулсан («С:» дискра «Program Files (x86)» папка пур пулсан!) — кăна лартăр: setup_cv64.exe (510 KB). /

Сарăма лартатпăр

Уçласа илнĕ хыççăн çак программăна тапратса ямалла. Сарăма лартакан программа ĕçлесе каять те сирĕн ума çакăн пек чÿрече тухать:
Сарăма лартма пуçлани

Сарăма лартмашкăн сирĕн «Далее >» пускăча пусмалла. Вара тепĕр чÿрече тухĕ — хальхинче лицензи килĕшĕвĕпе паллашмалла пулать:
Лицензипе паллашăр

Лицензипе тĕплĕн паллашнă хыççăн сирĕн «Я принимаю условия соглашения» йĕркене суйласа илмелле. Çакă эсир лицензипе килĕшнине пĕлтерет2.
Малалла кайăпăр...

Малалла каймашкăн «Далее >» пускăчпа усă курăр. Программа сарăма лартма хатĕррине пĕлтерет:
Сарăма лартма хатĕр

«Установить» пускăч çине пусатăр та программа сарăма вырнаçтарĕ.
Сарăма лартнă хыççăн сирĕн компьютера сÿнтерсе çутма тивет.
Сÿнтерсе çутма тивет

Кăна çийĕнчех тусан лайăхрах, анчах та сирĕн васкавлă ĕç пур пулсан каярах та сÿнтерсе çутма пултаратăр.
Астăвăр: компьютера сÿнтерсе çутмасăр чăвашла çырма май çук.

Икĕ йĕркерен пĕрине суйласа илĕр те «Завершить» тенине пусăр.

Пулчĕ. Ку пай вĕçленчĕ.

Сарăма пăрахăçласси

Сире ку сарăм кирлĕ мар пулсан унран хăтăлмашкăн çак утăмсене тумалла:

  • «Пуск» çине пусса малтан «Настройка» тенине, кайран вара «Панель управления» суйласа илмелле
  • Çĕнĕ чÿречере «Установка и удаление программ» пая шыраса тупмалла та унта куçмалла.
    Сарăма кунта кăларса пăрахма пулать
  • Кунта компьютера лартнă программăсем курăнĕç. Сирĕн «Чувашская раскладка» ятлине суйласа илмелле.
    Кăларса пăрахма çакна суйламалла
  • Малалла «Удалить» пускăч çине пусмалла. Компьютер: «Эсир чăнах та сарăма кăларса пăрахасшăн-и?» — тесе ыйтĕ.
    Чăнах-и? — ыйтать.
  • «Да» çине пусса çирĕплетĕр.
  • Кун хыççăн сирĕн компьютера сÿнтерсе çутмалли çеç юлать.
    Компьютера хупăр та çĕнĕрен ярăр.

Пулчĕ. Тĕллев пурнăçланчĕ.

Сарăмпа усă курса чăвашла çырмалли йĕрке

Чăвашла пичетлеме сирĕн вырăс сарăмне суйлама тивĕ. Капла май чăвашла тата вырăсла пичетленĕ чухне сарăма улăштарас хуйхă пулмĕ.
Чăваш саспаллисене пичетлемешкĕн сирĕн AltGr ятлă пускăчпа усă курма тивĕ. Вăл пуш вырăн пускăчĕн сылтăм айăккинче вырнаçнă. Сулахай енчи — ахаль «Alt» кăна, ун çине пусса чăваш саспаллисене пичетлеме май çук.
Кашни чăваш саспаллийĕ хăйĕнпе пĕр сăнлă вырăсла саспалли патĕнче «пытаннă». Çапла май «ă» паллăна пичетлемешкĕн «AltGr» тата [F/А] пускăчсем çине пĕр харăс пусмалла. «Ă» паллăна пичетлеме вара сирĕн виçĕ пускăч çине харăс пусма тивет — «AltGr», «Shift», [F/А].
Çак ÿкерчĕксенче чăваш саспаллисене епле пичетлемеллине тĕплĕнрех кăтартнă:
Пĕчĕк саспаллисене пичетлесси.
Пĕчĕк саспаллисене пичетлемелли мел. Лайăхрах курăнмашкăн ÿкерчĕк çине пусăр.

Пысăк саспаллисене пичетлесси.
ПЫСĂК саспаллисене пичетлемелли мел. Лайăхрах курăнмашкăн ÿкерчĕк çине пусăр.

Ыйту-хурав

Эпĕ çак сарăмсăрах чăвашла çыраятăп. Кунпа усă курма меллĕрех-им?
Ку мелпе усă курсан эсир чылай программăра чăвашла çырма пултаратăр. Хăш-пĕр мелсемпе усă курса Word-ра кăна çырма пулать, ку сарăма лартсан вара — Блокнотра та, Word-рa та, сайтсенче хуравланă чухне те чăвашла пичетлеме май пур.

Чăвашла çырма урăх майсем пур-и?
Пур, паллах. Вĕсемпе эсир кунта паллашма пултаратăр.

Ман ыйту пур. Хуравне ăçта тупма пулать-ши?
Паллах, кунта пур ыйтăва та уçса паман. Енчен те сирĕн ыйту çуралчĕ пулсан, ăна Чăваш халăх канашлăвĕнче парăр — кам та пулин хуравлĕ.

Асăрхавсем

1 Шел те, хăш-пĕр программăра чăвашла çырма май пулмĕ. Анчах та вĕсен йышĕ чакса пырать.
2 Сире ку килĕшÿ тивĕçтермест пулсан — «Отмена» пускăч çине пусмалла та сарăма лартассине чармалла.