Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе.

Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн йышĕ

  • Иванов Владимир Николаевич – Чăваш Республикин вĕрунÿпе çамрăксен политикин министрĕ (председатель)
  • Казакова Татьяна Васильевна – Чăваш Республикин культурăн, национальноçсен ĕçĕсен, информаци полтикипе архив ĕçĕн министрĕн çумĕ (председатель çумĕ)
  • Дегтярёв Геннадий Анатольевич – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн ăслăлăхăн ертсе пыракан ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (яваплă секретарь) (килĕшсе татăлнипе)
  • Абрамов Валентин Александрович – Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (килĕшсе татăлнипе)
  • Алексеев Валерий Николаевич – Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ
  • Андреев Валерий Васильевич – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе хĕвел тухăç пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (килĕшсе татăлнипе)
  • Андреев Иван Андреевич – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн профессорĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ
  • Андреева Евдокия Александровна – И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕн деканĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (килĕшсе татăлнипе)
  • Виноградов Юрий Михайлович – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин пуçлăхĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ
  • Денисова Татьяна Витальевна – И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхи кафедрин пуçлăхĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (килĕшсе татăлнипе)
  • Егоров Николай Иванович – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн ăслăлăхăн ертсе пыракан ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ (килĕшсе татăлнипе)
  • Леонтьев Алексей Петрович – «Хыпар» издательство çурчĕн гендиректорĕ-тĕп редакторĕ
  • Мидуков Владимир Петрович – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Культура, вĕренÿ, ăслăлăх тата наци политики комитечĕн председателĕ (килĕшсе татăлнипе)
  • Павлов Сергей Лукьянович – «Хресчен сасси» издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ
  • Платонова Галина Егоровна — Чăваш Республикин «Тантăш» хаçат редакцийĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕн тĕп редакторĕ (килĕшсе татăлнипе)
  • Скворцов Михаил Иванович – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн профессорĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ
  • Соловьева Галина Павловна – Чăваш Республикин Наци вулавăшĕн наци литературипе библиографи пайĕн пуçлăхĕ
  • Тургай Ольга Николаевна – ВГТРК филиалĕн «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанин шеф-редакторĕ (килĕшсе татăлнипе)
  • Хусанкай Атнер Петрович – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (килĕшсе татăлнипе)
  • Ядранская Инесса Владимировна – Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политики министерствин пĕтĕмĕшле пĕлÿ аталанăвĕ пайĕн тĕп специалисчĕ-эксперчĕ