Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе.

Комиссин ĕç планĕ

2010

2-мĕш лару. 2-мĕш çурçуллăх

1. Пичетре тăтăш усă куракан çĕнĕ сăмахсене пăхса тухса çирĕплетни (яваплисем –Леонтьев А.П., Павлов С.Л., Платонова Г.Е.).
2. „Православи культури пуçламăшĕн” чăвашла терминологине йĕркелес ыйтусем (явапли – Дегтярёв Г.А.).
3. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсен чăвашла палăртăвне йĕркене кĕртесси (явапли – Хузангай А.П.).
4. Чăваш литературин вĕренÿ кĕнекисенче усă куракан филологи çирĕплетесси (явапли – Метин П.Н.).
5. Вĕренÿ учрежденийĕсен ячĕсене йĕркене кĕртесси (явапли – Скворцов М.И.).

Чĕлхесем